ЧНК ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлкуҫ» хупахра паян чӑваш халӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшакансем пуханчӗҫ — философсем, ӳнерҫӗсем, ҫыравҫӑсем, вӗрентевҫӗсем, ӑсчахсем. Блогерсем те пурччӗ кунта.
Пухӑва чӑвашсен хӗллехи чи паллӑ уявне пӗрле ирттермелле пуҫтарӑннӑччӗ те чи малтанхи сӑмаха Виталий Петрович Станьял илчӗ. Вӑл халӑха ҫак уяв мӗнле иртни пирки кӗскен каласа пачӗ, унӑн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен. Уяв пӗлтерӗшӗ пирки ыттисем те сӑмах хушрӗҫ пулин те Виталий Петрович ятарласа хатӗрленсе килни сисӗнче — сӑмахӗ лекцие ирттернӗ вӑхӑтри пекех пулчӗ. Калаҫу малалла ӗҫлӗ пулчӗ — чӑваша мӗн хумхантарни пирки кашни сӑмах хускатрӗ: чӑвашсен йышӗ чакни, юрӑсенче чӑваш сӗмӗ ҫукки, тата ытти пӑшӑрхантаракан ыйту. Ырри пирки те асӑнмасӑр хӑвармарӗҫ: шӗпсутсен (скульптурӑсен) фестивалӗсене тӗрлӗ енлӗ тӑвасси тата вӗсене аталантарасси (хӑвӑрах пӗлетӗр, Шупашкарта халӗ пӑртан кӳлепесем тӑвас фестиваль иртет), тӑван яла ҫӗнӗ вӗркӗш кӗртсе анлӑ аталантарасси (кунта ытларах Кӑмаша ялӗн тӗслӗхӗ пирки калаҫрӗҫ) тата ытти те.
Муркаш районӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал, вӗҫленекен ҫулталӑк хушшинче, «Кил-ҫурт» (выр. «Жилье») ФТП-ӑн «Ҫамрӑк ҫемьесене кил-ҫуртпа тивӗҫтересси» ҫум программӑпа килӗшӳллӗн ку тӑрӑхра пурӗ 17 ҫамрӑк ҫемьене пулӑшнӑ. Пӗтӗмӗшле 8 486 437 тенкӗ тӑкакланӑ — пӗр пайне федераллӑ хыснаран, теприне — республикӑран илнӗ, виҫҫӗмӗш пайне вара (1 178 544 т.) — район бюджетӗнчен тупнӑ.
Уйӑрнӑ укҫана ҫамрӑк ҫемьесем кил-ҫурт туянма е ӑна хӑпартма, ҫавӑн пекех кил-ҫурт кредичӗсемшӗн тӳлеме тӑкаклайраҫҫӗ. Укҫи нумаях мар пулин те ҫав-ҫавах пулӑшу.
Муркаш тӑрӑхӗнче чӑваш ҫӗрӗнчи чи ватӑ юман пурӑнать теҫҫӗ. Ӑсчахсем паянхи куна та вӑл миҫе ҫула ҫитнине калаймаҫҫӗ. Пурте юман ӗмӗрӗ ҫур пин ҫултан кая мар теҫҫӗ. Ҫуллӗшӗпе юман-атте ытти йывӑҫсенчен уйрӑлса тӑмасть, анчах сарлакӑшӗ унӑн икӗ метӑра яхӑнах пулӗ. Тӗрӗсрех каласан: пӗр метр та ҫитмӗл сантиметӑр. Тӑватӑ самар ҫын аран-аран ытамласа илме пултараҫҫӗ! Юман ларнӑ вырӑна Петӗр патша вӑхӑтӗнчех ятарласа патшалӑх заказникӗ туса хунӑ.
Тӗлӗнмелле япала пулса тухать пирӗн вӑхӑтра. Никам пӗлмен, никам кансӗрлемен йывӑҫ темиҫе ҫӗрҫуллӑх ирӗклӗн уснӗ, пурӑннӑ. Халӗ вара, патшалӑх тата халӑх «юратӑвне» пула юман чирлеме тата хӑра пуҫланӑ тет. Юман таврари ҫӗре «паломниксем» таптаса тата вараласа пӗтернӗ, унта-кунта унӑн хуппине вистенӗ. Юмана ҫӑлма, яланхи пекех, комисси йӗркеленӗ тет, йӗри-тавра чӗнсе калакан плакатсем ҫакса тухнӑ.
Юманӑн ӗмӗрӗ сакӑрҫӗр ҫула ҫитет теҫҫӗ. Вӑрман ӗҫченӗсем ҫапла пуласса ӗненеҫҫӗ, шанаҫҫӗ.
«Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) хаҫатра паян, раштавӑн 16-мӗшӗнче, пӗлтӗр иртнӗ ҫыравӑн пӗтӗмлетӗвне пичетленӗ.
Раҫҫейри улшӑнусене илес пулсан 2002 ҫултанпа патшалӑхра пурӑнакан халӑхӑн йышӗ 2,3 миллион ҫын (1,6%) чакнӑ. Пурӗ Раҫҫейре ҫапла май 142 миллион та 857 пин ҫын пурӑнать. Халӑх шучӗпе тӗнчере пирӗн патшалӑх 8-мӗш вырӑн йышӑнать — малта Китай, Ӗнчӗ (Инди), АПШ, Индонези, Бразили, Пакистан, Бангладеш. 2002 ҫултанпа Раҫҫейре ялсем тӗпӗ йӗрӗпе ҫухалас туртӑм вӑйланнӑ иккен. Сакӑр ҫул хушшинче 8,5 пин ял пӗтнӗ. 19,4 ял вара хут ҫинче кӑна пур, вӗсенче никам та пурӑнмасть. Вӑтамран илнӗ Раҫҫей ҫынни 39 ҫулта — ку вӑл халӑх ватӑлнине пӗлтерет (8 ҫул каялла 37,7 пулнӑ). Раҫҫейре арҫынсем хӗрарӑмсенчен 10,7 миллион сахалрах. Мӑшӑрсен йышӗ те 1 миллион таран чакнӑ — халӗ ку кӑтарту 33 миллионпа танлашать.
Чи йышлӑ халӑх — вырӑссем. Раҫҫейре вӗсем 80,9% йышӑнаҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑн тутарсем йышӑнаҫҫӗ — 3,87%. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — украинсем (2,05%-ран 1,41% чакнӑ). Чӑвашсем пиллӗкмӗш вырӑнта, Раҫҫейре пурӗ 1,44 миллион чӑваш шутланӑ (8 ҫул хушшинче пирӗн халӑх йышӗ 200 пин таран чакнӑ).
Муркашри стадионта ҫӑмӑл атлетсен кросӗ иртрӗ. Спортпа туслисем Валентина Егорова Олимп чемпионӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшрӗҫ. Шел пулин те, спортсмен уява хӑй килеймен, ӑмӑртӑва вара тӗнчипе паллӑ Вера Соколовӑпа Нина Охотникова ҫӑмӑл атлетсем хутшӑнчӗҫ.
Муркаш районӗнче ҫак ӑмӑрту йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ, кӑҫал ӑна 20-мӗш хут ирттерчӗҫ. Хутшӑнакансен шучӗ 600 яхӑн.
Чупу кунӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансене пӗрлештерчӗ. Трасса ҫинче тупӑшса вӑй виҫес шухӑшлисемсӗр пуҫне уява чылай хӑна, спортпа туслисем пухӑнннӑ. Чылайӑшӗ кунта хӑй сывӑ пурнӑҫ йӗркине суйланине кӑтартас, ыттисене те спортпа туслашма чӗнес тесе хутшӑнчӗҫ. Ҫавӑнпа старта ватти те, вӗтти те тухрӗ. Ача-пӑча садне ҫӳрекенсем ӑмӑртӑва хутшӑнса уявӑн чи ҫамрӑк спортсменӗсем пулнипе асра юлчӗҫ. Тупӑшӑва вӗсем кӑҫал пӗрремӗш хут хутшӑнчӗҫ. Ӑмӑртӑва ӑста атлетсемпе пӗрлех район администрацийӗн ӗҫченӗсем, предприятисемпе организацисен командисем те тухрӗҫ.
АВН | 27 |
Паян — Туризм кунӗ. Ӑна халалласа республикӑра фестиваль йӗркеленӗ. Пуҫарӑвӑн тӗп тӗллевӗ — Чӑваш Енри туризмпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫа аталантарасси.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Белые камни» (чӑв. «Шурӑ чул») физкультурӑпа сиплев центрӗнче хӑйне евӗрлӗ ӑмӑртусем иртрӗҫ. Вӑйне тӗрӗслеме республикӑри 3 хулапа 4 районтан 18 ушкӑн килнӗ. Кунта туризм ветеранӗсен, шкулта вӗренекен туристсен пӗрлехи пухӑвӗ пулчӗ. Чылай конкурс иртрӗ. Тупмалли вырӑна электронлӑ чипсемпе палӑртнӑ карттӑпа ҫула тухасси, чӑнкӑ ту ҫине улӑхасси тата темтепӗр. Кашни ушкӑн ҫӗнтерме тӗрӗшрӗ. Олимп резервӗсен 5-мӗш шкулӗнче вӗренекенсем нумай енӗпе ыттисенчен маттуртараххи палӑрчӗ. Байдарка киммипе ярӑнмалли конкурс чи хавасли пулчӗ. Кунта карапа тӗрӗс тытса пыма пӗлмелле. Ку енӗпе Муркаш районӗнчи Валентина Егорова Олимп чемпионӗ ячӗллӗ спорт шкулӗ пӗрремӗш вырӑна тухрӗ. Вӗрен туртмалли ӑмӑртура «Белые камни» сиплев центрӗн ушкӑнӗ ҫӗнтерчӗ.
Вускасси ялӗ Шупашкартан 38 ҫухрӑмра кӑна вырнаҫнӑ пулин те ял урамӗнчи ҫулсене чулпа халь те сарса тухманччӗ-ха. Типӗ ҫанталӑкра аптрамасть-ха — тусан вӗҫни кӑна кансӗрлет, ҫумӑр тавраш е кӗрхи йӗпе-сапа пуҫлансан вара ҫулсем ял ҫыннисене нуша самай кӑтартатчӗҫ — машинсем пылчӑкланаҫҫӗ, е пушшех те лака-лака лараҫҫӗ. Васкавлӑ пулӑшӑва ҫитме те ҫӑмӑллах мар ӗнтӗ.
Ҫакна асра тытсах вырӑнти ял тӑрӑхӗ урамсене чул сарса тухма йышӑннӑ — иртнӗ эрнере ҫак ӗҫе ушкӑнпа турӗҫ те ӗнтӗ. Чи малтанах, паллах, чулпа лакӑмсене тултарчӗҫ, ҫырмаллӑ, шыв юхакан вырӑнсене сарчӗҫ. Укҫа-тенкӗ тупӑнсан, тен, каярах асфальт ҫул та урама кӗрӗ.
Ҫурлан 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Президенчӗ видеоканашлу мелӗпе районсемпе хуласен ертӳҫисемпе республикӑра сывлӑх сыхлавне ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. 2011-2012 ҫулсенче Программӑна пурнӑҫлама Чӑваш Ене 4 миллиард та 539 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Палӑртнӑ тӗллевсенчен пӗри вӑл сывлӑх сыхлавӗнчи учрежденисенче материаллӑ техника базине тӗпрен ылмаштарасси.
Видеоканашлура Чӑваш Республикин сывлӑха сыхлас ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗ Венера Муллина ҫапла пӗлтерчӗ: «Хальхи вӑхӑтра 18 ед. ҫӗнӗ йышши медицина техникине 18,5 миллион тенкӗлӗх вырнаҫтарма май килнӗ. 2012 ҫул вӗҫлениччен хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан 2 пине яхӑн техника илсе ҫӗнетме палӑртнӑ. 25 пульница тӗпрен юсаса ҫӗнетме укҫан уйӑрнӑ. Хальӗхе 7 муниципалитетра 13 медицина учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Анчах та хӑш-пӗр обьектсенче графикран юлса пынисем те пуррине асӑрхаттарнӑ. Калӑпӑр, Муркаш районӗн тӗп пульницинче хирурги корпусӗн ҫурт тӑррине утӑ уйӑхӗнчех витсе пӗтерме палӑртнӑ пулнӑ, анчах та паянхи кун та унта ӗҫсем пыраҫҫӗ.
Утӑн 7-мӗшӗнче Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ Шашкар хулашӗнче археологсем ҫӗр чавса тӗпчев пуҫланӑ. Экспедицине Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗсем пуҫланӑ. Вӗсене Муркаш районӗнчи халӑх та пулӑшу кӳрет.
Паян, утӑн 14-мӗшӗнче хулаш вырӑнне унти ӗҫсемпе паллашма Муркаш районӗн культура тата архив ӗҫӗн пайӗн начальникӗ А.Е. Андрееваӑпа Ильйинка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю.В. Перцов килсе кайрӗҫ.
Шашкар хулашне 2007 ҫулта тупнӑ. Археологсем кунта кашни ҫулах килеҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе ҫак вырӑнта ҫынсем пурӑннӑ, анчах та хальлӗхе вӑл ӑҫта вырнаҫнине тупайман-ха. Кӑҫал археологсем тимӗр шӑратмалли кӑмакасене тӗпчеҫҫӗ. Вӗсен шухӑшӗпе пурӗ кунта 7 пулнӑ. Пӗлтӗр 1-мӗшне тӗпченӗ, кӑҫал — 4-мӗшӗ кӑсӑклантарать. Кӑмакасене вӑтам ӗмӗрсенче (Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнче) усӑ курнӑ.
Экспедици утӑн 29-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Ял ҫыннисем ӗҫлеме кӑна мар, йӗркеллӗ канма тата савӑнма та пӗлеҫҫӗ. Уй-хир ӗҫӗсене вӗҫленӗ май Муркаш районӗн кашни ял тӑрӑхӗн территорийӗнчех Акатуйсем, Ял кунӗсем йӗркелесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ҫакӑ вӑл пирӗн аттесемпе асаттесен ырӑ йӑла-йӗркине аталантарни пулать. Ҫатракасси ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫатракасси ялӗнче вара Урам кунне ирттерес тенӗ. Р.К.Соловьева пуҫарӑвне Привольная урамра пурӑнакансем хапӑл туса йышӑннӑ.
«Авал пирӗн аттесемпе асаттесем ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн пӗрле пухӑннӑ. Ҫак йӑла халӗ те пырать. Анчах та пур ватӑ ҫын та ял уявне каяймасть. Урама вара тухаҫҫех. Ҫапла вара хамӑра валли те, ыттисем валли те уяв йӗркелес терӗмӗр», — каласа парать ку уяв пирки Роза Ксенофонтовна.
Уяв чӑннипех те ӑннӑ темелле. Чӑвашсен йӑлипе пӗтӗм урамӗпе шӳрпе пӗҫернӗ. Роза Ксенофонтовна тата ыттисем кукӑль пӗҫернӗ, квас, сӑра вӗретнӗ. Мӑн Токшикри Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Тӑванлӑх» халӑх фольклор ансамбльне хӑнана чӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |